1930 ҫулхи нарăсăн 10 Мордови автономи облаҫне ирҫӗсемпе мӑкшӑсемшӗн йӗркеленӗ, 1934 ҫулхи раштавăн 20 Мордови АССР ятне панӑ, 1990 ҫултанпа вара Мордови Республики ятлӑ.
Мордвасем, — экзоэтноним, çак палăртупа Мордва Республикинче пурăнакан халăхсене кăтартаççĕ. Тĕрĕссипе, республикăра пурăнакан халăх мăкшăсем ирçесем çине пайланать.
Кашни йышĕн хăйĕн чĕлхи пур, хăйĕн йăли-йĕрки тата ытти уйрăмлăхĕсем. Вĕсем хушшинче тата икĕ пĕчĕк юшкăн пур. Ку терюхансем тата каратайсем. Пĕрремĕшсем XIX ĕмĕртех вырăс чĕлхине вĕреннĕ хыççăн вырăссем хушшинче çухалнипе пĕрех. Теприсем ТутарстанраАтăлăн сылтăм енчи çыран хĕрринчи виçĕ ялта пурăнаççĕ, тутарла тата вырăсла калаçаççĕ.
Халăх йышĕ 1970 çулхи халăх çыравĕпе 1 263 пин çынна танлашнă. Кун чухне мăкшăпа ирçене уйăрман, пĕрле шутланă. 2002 çулхине Раççейре пурĕпе 843,4 пин мордва халăхĕ пурăннă. Мăкшасем 49,6 пин çын пулнă, ирçесем — 84,4 пин çын.