Warner Bros.
Warner Bros. — АПШ киностудийĕ, Бербанк хулинче.
Warner Bros. | |
Никĕсленĕ çул | 1923 |
---|---|
Вырнаçнă | ![]() |
Отраçлĕ | кинематограф |
Веб-сайчĕ | https://www.warnerbros.com/ |
Истори
Компание тăватă Уорнер тăван ятне панă: Гарри (Гирш Вонсколасер) (1881—1958), Альберт Уорнер (Аарон Вонсколасер) (1883—1967), Сэм Уорнер (Шмуль Вонсколасер) (1887—1927) тата Джек Уорнер (Ицхак Вонсколасер) (1892—1978). Вĕсен ашшĕпе амăшĕ Раççей империнчен (хальхи Красносельц поляк ялĕнчен) АПШ-на (Англипе Канада урлă) килнĕ.
Виççĕшĕ аслисем киноиндустрипе 1903 çултах хăтланнă, демонстрируя фильмы в шахтёрских городах Пенсильванипе Огайо штачĕсен шахтёр хулисенче фильмсем кăтартнă. Çав çултах вĕсем Нью-Касл хулинче хăйсен пĕрремĕш «Каскад» кинотеатрне уçнă.
1904 çулта тăвансем Duquesne Amusement & Supply Company (Warner Brothers умĕнхине) компание никĕсленĕ, фирма фильмсене сутнă. Темиçе çул хушшинче компани территорийĕ тăватă штата çити сарăлнă.
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/d/d1/Warner_Bros_1920.jpg/200px-Warner_Bros_1920.jpg)
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи пуçланиччен тăвансем хăйсем фильмсем çапса илме тытăннă, 1918 çулта вара Сансет бульварĕнче (Голливуд) Warner Bros. Studio студие уçнă. Сэмпе Джек кинофильмсене çапнă, çав вăхăтра Гаррипе Альберт Нью-Йоркра финанс ĕçĕпе тăрмашнă. 1923 çулта вĕсем Warner Brothers Production корпорацие пĕрлешĕннĕ.
Фильмсем
- Матрица (1999)
- Гарри Поттер и философский камень (2001)
- Александр (2004)
- 300 спартанцев (2006)
Асăрхавсем
Каçăсем
- Официаллă сайт
- Warner Bros.(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Видеоканал Warner Bros. Pictures YouTube видеохостинг сервисĕ çинче
Шаблон:Time Warner