Япони е Яппун (яп.日本Нихон е Ниппон, официаллă ячĕ яп.日本国Нихон-коку е Ниппон-коку) — Хĕвелтухăç Азири утравсем çинче пурăнакан халăхсен патшалăхĕ. Японин тĕп хули — Токио.
Япони Лăпкă океанраКитай, Корей тата Раççей çывăхĕнче (Охотск тинĕсĕпе Хĕвелтухăç Китай тинĕсĕ хушшинче) вырнаçнă. Япони виççĕр ытла утравран тăрать. Вĕсенчен чи пысăккисем — Хоншу, Хоккайдо, Кюшу тата Шикоку. Утравсенчен ытларахăшĕнче тусем пур (вĕсенчен чылайăшĕ вулкансем). Тĕслĕхрен, Японири чи çӳллĕ ту — Фуджи — вулкан.
Халăх йышĕ енĕпе Япони тĕнчере вуннăмĕш вырăн йышăнать (128 миллиона таран çын). Аслă Токио (Токио хули тата ун çывăхĕнчи темиçе префектура) — тĕнчери чи пысăк метрополи (30 миллион ытла çын).