Хусан кĕпĕрни

Хусан кĕпĕрнине 1708 çулта Пётр I хутайĕпе туса хунă. Малтан Хусан кĕперни Чулхулапа Аçтăрхана çити сарăлса выртнă. Унăн çĕрĕсене Атăлăн сылтăмпа сулахай енчи çĕрĕсем кĕнĕ. Хусан, Сĕве, Пенза, Чĕмпĕр, Ĕпхӳ, Аçтăрхан тата ытти вăйпутлăхсенчен тытăнса тăнă. Вăйпутлăхсене 1719 çултан пуçласа провинцисем теме пуçланă. XVIII ĕмĕрте Хусан кĕпернинчен çĕнĕ тăватă кĕпĕрнене - Чулхула, Пенза, Чĕмпĕр, Аçтăрхан - уйăрнă.

Хасан кĕпĕрни
Казанская губерния
Герб
Герб
Йĕркеленĕ вăхăт 1796 çул
Пурăнан халăх 2 170 665[1]
Лаптăк 55 954,8 çухрăм² çм²
Хасан кĕпĕрни карттă çинче
Хусан кĕпĕрни гербĕ

Администрациллĕ пайлану

Ӳкерчĕк:Kazanskaya gubernia.png
Хусан кĕпĕрнин администрациллĕ пайланăвĕ

1781 çулта Хусан кĕпĕрнинчен Хусан енлĕхне туса хунă. 1796 çулта вара каллех кĕпĕрне ятне панă. Ку вăхăтра кĕпĕрнене çак уессем кĕнĕ: Хусан уесĕ, Арча уесĕ, Чикмĕ уесĕ, Лайăш уесĕ, Маматăш уесĕ, Сĕве уесĕ, Сăпас уесĕ, Теччĕ уесĕ, Царевококшайск уесĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Шупашкар уесĕ, Чистай уесĕ, Етĕрне уесĕ.

1795 çулта Арча, Сăпас тата Теччĕ уесĕсем çухалнă, 1802 çулта вара вĕсене каллех туса хунă.

Çапла, 1802 çултанпа кĕпĕрнене пĕтеричченех 12 уес пулнă:

№ п/пУесУес хулиЛаптăк,
кв.çухрăм²
Пурăнан халăх[2]
(1897), çын
1ХусанХусан (129 959 çын)5012,4350 719
2ЧикмĕЧикмĕ (5284 çын)4610,7105 633
3ЛайăшЛайăш (3743 çын)5033,1172 460
4МаматăшМаматăш (4195 çын)4887,9189 795
5СĕвеСĕве (2365 çын)2774,2126 603
6СăпасСăпас (2770 çын)5247,2175 198
7ТеччĕТеччĕ (4754 çын)3480,2185 865
8ЧархулаЧархула (1658 çын)7118,4112 631
9ÇĕрпӳÇĕрпӳ (2336 çын)3044,9164 284
10ШупашкарШупашкар (4738 çын)3696,7127 273
11ЧистайЧистай (20 104 çын)8167,2305 711
12ЕтĕрнеЕтĕрне (2454 çын)2881,9154 493

Литература

Асăрхавсем

Каçăсем

Шаблон:Раççей империн Патшалăх думинчи Хусан кĕпĕрнин депутачĕсем