Уимблдон турнирĕ

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеУимблдо́н турни́рĕ (акăл. Wimbledon Championships) — теннис турнирĕсенчен чи ватти те чапли, 4 Мăн çĕлем турнирĕсен пĕри. Çулсеренех, çĕртме—утăра, Лондонăн Уимблдон вырăнĕнче ирттереççĕ. Тăсăлăвĕ — 2 эрне, хăш чух çумăра пула, ытларах та.

Истори

Ӳкерчĕк:Wimbledon Grojean 2004 RJL.jpg
Себастьян Грожан 2004 ç. чемпионатра.

Корчĕсем

Корт, 1-мĕш нумĕрли.

Йăлисем

Çĕнтерӳçисем

Роджер Федерер 2005 ç. чемпионатра.
  • Уимблдон турнир çĕнтерӳçисем (арçынсем)
  • Уимблдон турнир çĕнтерӳçисем (хĕрарăмсем)
  • Уимблдон турнир çĕнтерӳçисем (йĕкĕр вылявçăсем)
  • Уимблдон турнир çĕнтерӳçисем (хутăш вылявçăсем)

Раççей хĕрарăм спортсменĕсем икĕ хут Уимблдон турнирĕнче çĕнтернĕ:

  • Мария Шарапова — хĕрарăмсем хушшинче пĕччен вылявра 2004 ç., финалра Серен Уильямса çĕнтернĕ).
  • Вера Звонарёва — хутăш турнирте (2006 ç., Рам Энди израиль теннисисчĕпе финалра Венус Уильямспа Боб Брайена çĕнтернĕ)

Çырса хунисем (рекордсем)

Пĕччен выляври чи нумай çĕнтерӳсем

Арçынсем: Уильям Реншоу — 7 çĕнтерӳ (1881—1886, 1889)
Пит Сампрас — 7 çĕнтерӳ (1993—1995, 1997—2000)

Хĕрарăмсем: Мартина Навратилова — 9 çĕнтерӳ (1978, 1979, 1982—1987, 1990)
Штеффи Граф — 7 хут (1988—1989, 1991—1993, 1995—1996), Венус Уильямс - 5 хут (2000-2001, 2005, 2007-2008).

Чи нумай титуллисем (пĕччен, йĕкĕр, тата хутăш вылявра)

Арçынсем: Хью Догерти — 13 титул (1887—1906) (5+8+0)

Хĕрарăмсем: Билли Джин Кинг — 20 титул (6+10+4)
Мартина Навратилова — 20 титул (9+7+4)

Чи çамрăк çĕнтерӳçĕсем

Арçынсем: Борис Беккер — 17 çул та 227 кун (1985)

Хĕрарăмсем: Мартина Хингис — 15 çул та 282 кун (1996) йĕкĕр вылявра Елена Зуковăпа.

Чи ватă çĕнтерӳçĕ

Мартина Навратилова — 46 çулта 264 кунта (2003) Леандер Паеспа пĕрле выляса илнĕ.

Чи хăвăрт финал матчĕ

Джон Макинрой Джимми Коннорса (1984) 1 сехет те 20 минутра 6-1 6-1 6-2 шутпа çĕнтерет.

Чи тăсăлу финал матчĕ

Рафаэль Надаль Роджер Федерера (2008) 4 сехет те 48 минутра 6:4 6:4 6:7(5) 6:7(8) 9:7 шутпа çĕнтерет.

Каçăсем

Шаблон:Мăн çĕлем турнирĕсем (теннис)