Терентьев Геннадий Терентьевич
Терентьев Геннадий Терентьевич, (1929 çул, юпа, 17 Чăваш АССР Вăрмар районĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Кивĕ Пуянкасси ялĕ — 2006 çул, ака, 13, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш драматургĕ, актёрĕ.
Геннадий Терентьев | |
![]() | |
Çуралнă чухнехи ят: | Геннадий Терентьевич Терентьев |
---|---|
Суя ятсем: | Ухтер Мучи |
Çуралнă вăхăт: | 1929, юпа, 17 |
Çуралнă вырăн: | Кивĕ Пуянкасси ялĕ, Чăваш АССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2006, ака, 13 |
Вилнĕ вырăн: | Чăваш Республики, Шупашкар |
Гражданлăх: | ![]() ![]() |
Ĕçлев тĕсĕ: | драма |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Чыславсем: | Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ |
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1970), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1976), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1982), К. С. Станиславский ячĕллĕ РСФСР патшалăх парни лауреачĕ (1971) [1][2]
Пурнăçĕ
1929 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă.
Чăваш академи драма театрĕ çумĕнчи студине вĕренсе пĕтернĕ. 1954-1998 çулсенче театрта ĕçленĕ.
2006 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
Рольсем
- Федор (Н. Айзман, «Кай, кай Ивана»);
- Сетнер (К.Иванов, «Нарспи»),
- И.Н.Ульянов (Н.Терентьев, "Волны бьют о берег", 1970);
- Ангел (А.Ф.Коломиец, "Дикий Ангел", 1982);
- И.Я.Яковлев (И.С.Максимов-Кошкинский, "Буря за бурей"; Н.Терентьев, "После молнии — гром");
- Элендей (Ильпек Микулайĕн «Хура çăкăр»)
- Кузьма (В.Распутин, «Деньги для Марии» )
Пьесăсем
Геннадий Терентьев, республикăн театрĕсенче лартнă вунă ытла пьесăн авторĕ. Пĕрремĕш «Нонка юратăвĕ» пьесине театрта вылянă хушарах çырма пуçланă. Унăн кĕнекисем:
Геннадий Терентьев эстрада çинче те хăй пултарулăхне кăтартнă. Ухтер Мучи сăнĕ асăма халăхра юлнă.
Çавăн пекех вăл телевидени фильмĕсенче темçе роле вылянă, фильмсене чăваш дубльĕсем тунă чухне хутшăнать.
Вуламалли
- Акташ, Т. Утмaлăх та, пилĕк юррăм пур / Т. Акташ // Ялав. – 1994. – № 10. – С. 19.
- Актер, драматург, юрăç // Eлчĕк ен. – 1999. – 13 юпа.
- Лукин, А. Çунат хушса, хавхаланса / А. Лукин // Тăван Атăл. – 1979. – № 10. – С. 76–78.
- Матвеева, Г. Тăван пек кĕтнe çын / Г. Матвеева // Коммунизм ялавĕ. – 1989. – 17 окт.
- Маяксем, Л. Канaçсăр чĕре, иксĕлми талант / Леонид Маяксем // Хыпар. – 1999. – 16 юпа. – С. 6.
- Сементер, Ю. Утакан малаллах каять / Ю. Сементер // Терентьев, Г. Т. Çĕмĕрт шап–шурă çеçкере / Г. Т. Терентьев. – Шупашкар, 1988. – С. 3–8.
- Сергеев, Г. Ялкăш пултарулăх çути / Г. Сергеев, Ф. Агивер // Ялав. – 1979. – № 10. – С. 25–27.
- Смирнова, Н. Чи кирли – юратупа хисеп / Н. Смирнова // Хыпар. – 1994. – 15 юпа.
- Терентьев, Г. Т. Купăсна ан сут, Ухтер мучи / Г. Т. Терентьев ; Г.Матвеева калаçнă // Хресчен сасси. – 1999. – 14 юпа.
- Терентьев, Г. Т. Патриархăмăрăн сăнарĕ чăваш сцени çинче / Г. Т. Терентьев ; Н. Смирнова калаçнă // Хыпар. – 1998. – 25 пуш.
- Григорьева, З. Сто жизней в одной / З. Григорьева // Совет. Чувашия. – 1979. – 17 окт.
- Терентьев, Г. Т. Настоящее искусство трогает до слез / Г. Т. Терентьев // Совет. Чувашия .– 1999. – 6 нояб.