Тăри йышшисем

Тăри йышшисем - çĕр çинче пурнакан кайăксем, кĕлетке тăршшĕ 11-23 сантиметр, йывăрăшĕ - 15 -70 грамм. Сăмси вăрăм конус евĕрлĕ, хыçалти пӳрнен чĕрне пур, çунаттисем шĕвĕртерех. Уçă вырăнта пурăнма юратаççĕ, хăшĕсем вăрмансенче те пур, анчах унти уçланкăсенчен вăрманалла кĕмеççĕ. Пирĕн республикăра икĕ хутчен чĕп кăларма ĕлкĕреççĕ. Аçисем туй вăхăтĕнче юрлаççĕ. Тăрисем хурт-кăпшанкăпа тата курăк вăррисемпе тăранаççĕ. Тăрисен 78 тĕс пур. Ытларах вĕсем Африка континентĕнче сарăлнă. Пирĕн тăрăхра 3 тĕс тĕл пулать.

Уй тăри

Ăратсен ят-йышĕ

  • Alaemon — уй тăрисем[1]
  • Alauda — уй тăрисем[1]
  • Ammomanes — вьюрковые жаворонки[1]
  • Calandrella — пĕчĕк тăрисем[1]
  • Certhilauda — африкан тăрисем[1]
  • Chersomanes - шпорăллă тăрисем
  • Chersophilus — Дюпон тăрисем[1]
  • Eremalauda
  • Eremophila — мăйракаллă тăрисем[1]
  • Eremopterix — воробьиные жаворонки[1]
  • Galerida — хохлатые жаворонки[1]
  • Heteromirafra — вăрăм шпорăллă тăрисем[1]
  • Lullula — вăрман тăрисем[1]
  • Melanocorypha — çеçенхир тăрисем[1]
  • Mirafra — тĕмĕ тăрисем[1]
  • Pseudalaemon — сухаллă тăрисем[1]
  • Ramphocoris — хулăм сăмсаллă тăрисем[1]
  • Spizocorys

Асăрхавсем