Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ

Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ́19381991 çулсенчи ССРП гражданинĕн ĕçре палăрнăшăн чи çӳллĕ степенлĕ ССРП чыславĕ.

Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ
Патшалăх ССРП
Тĕс çӳлти хисеп
Статус тивĕçтермеççĕ
Статистика
Йĕркеленĕ вăхăт 1938, раштав, 27
Пĕрремĕш чыслани 1939, раштав, 20
Юлашки чыслани 1991, раштав, 21
Чыслав шучĕ 20 605
Умхыçлăх
Танлашать Раççей Федерацин Ĕç Паттăрĕ

Социализм Ӗçĕн Паттăрĕсене Ленин орденĕпе, «Çурлапа Мăлатук» медалĕпе тата ССРП АК Президиумĕн грамотипе тивĕçтернĕ, вĕсене Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ хисепе темиçе хут та тивĕç тума пултарнă.

Истори

«Çурлапа мăлатук» ылтăн медалĕ — Социализм Ӗçĕн Паттăрĕн атрибучĕ

Социализм Ӗçĕн Паттăрĕн пĕрремĕш чыслă ятне 1939 çулта Иосиф Сталин тивĕç пулнă.

Историре Паттăра тивĕçлĕ пулнă юлашки çын, Казахстанри опера юрăçи Б. Тулегенова, ăна 1991 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче ССРП президенчĕн № УП-3122 хутайĕпе чысланă.[1][2]Халĕ Раççей Ӗç Паттăрĕ тивĕçе пурнăçа кĕртес ыйтăва сӳтсе яваççĕ.[3]

Кăсăклă хыпарсем

  • ССРП историнче виçĕ хутчен Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ чыслă ята 16 çын тивĕçнĕ: А. П. Александров, Я. Б. Зельдович, М. В. Келдыш, И. В. Курчатов, Ю. Б. Харитон, К. И. Щёлкин академиксем, А. Н. Туполев тата С. В. Ильюшин авиаконструкторсем, йывăр танксен конструкторĕ Н. Л. Духов, хӳтĕлев промăçлăхне йĕркелекенсем Б. Л. Ванников тата Е. П. Славский, колхоз председателĕ Х. Турсункулов, Казахстан КП ТК пĕрремĕш секретарĕ Д. А. Кунаев тата ССКП ТК Тĕп секретарĕК. У. Черненко; унсăр пуçне ССКП ТК пĕрремĕш секретарĕ Н. С. Хрущёв виçĕ хутчен Социализм Ӗçĕн Паттăрĕсĕр пуçне Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă, виçĕ хутчен Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ А. Д. Сахаров совет влаçне хирĕç пулнăшăн ССРП Аслă Канашĕн Хушăвĕпе çак чыслă ятсене, виçĕ «çурлапа Мăлатук» медале тавăрма тивнĕ.
  • Хăшпĕр Социализм Ӗçĕн Паттăрĕсем çаплах Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă. Вĕсенчен чи паллăраххисем: Совет Союзĕн Маршалĕ Д. Ф. Устинов (икĕ хутчен Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ тата Совет Союзĕн Паттăрĕ); ССРП Аслă Канаш Президиумĕн Ертӳçи Совет Союзĕн Маршалĕ К. Е. Ворошилов (Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ тата икĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă), ССКП ТК Тĕп секретарĕ Л. И. Брежнев Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ тата тăватă хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ пулнă.
  • ССРП богема тата артист хутлăхĕнче Социализм Ӗçĕн Паттăрне «Гертруда» тенĕ.[4]

Çав. пекех

Асăрхавсем

Каçăсем