Погильдяков Вениамин Васильевич

Вениамин Васильевич Погильдяков (16.09.1926, Çтюххаль ялĕ, Похвиçнĕ районĕ, Куйбышев облаçĕ, РСФСР, ССРП — 7.8.2001, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш çыравçи тата кинодраматургĕ.

Вениамин Погильдяков

Çыравçăн сăн ӳкерчĕкĕ
Çуралнă вăхăт: 1926 çулхи авăнăн 16-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Çтюххаль ялĕ, Похвиçнĕ районĕ, Куйбышев облаçĕ, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2001 çулхи авăнăн 7-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен, РФ
Гражданлăх: ССРП РФ
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă, кинодраматург
Жанр: проза
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

1926 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Куйбышев облаçĕн Похвиçнĕ районĕнчи Çтюххаль ялĕнче хресчен килйышĕнче çуралнă. Пăхăрăсланри вĕрентекенсен институтĕнче, Пĕтĕм Союзри патшалăх кинематографи институтĕнче вĕреннĕ[1][2].

Ăренпурти «Комсомольское племя», Куйбышеври «Волжский комсомолец» тата Шупашкарти «Молодой коммунист» редакцийĕсенче ĕçленĕ. Чăваш телекурав студийĕн çамрăк кăларăмĕсен редакторĕ пулнă.

Хăйĕн пĕрремĕш калава «Бугурусланская правда» хаçатра пичетленĕ.

СССР кинематографисчĕсен[3] тата çыравçисен[4] пĕрлешĕвĕсен пайташĕ пулнă.

2001 çулхи авăнăн 7-мĕшĕнче вилнĕ.

Кил-йышĕ

  • Арăмĕ — Погильдякова (Башарова) Венера Ибрагимовна.
  • Хĕрĕ — Погильдякова Изида Вениаминовна (1961 ç. çуралнă).
  • Ывăлĕ — Погильдяков Артём Вениаминович (1964 ç. çуралнă)[1].

Ĕçĕсем

Проза

Вениамин Погильдяковăн пĕтĕмпе аллă ытла кĕнеке, статья тата очерк пичетленсе тухнă[4]:

  • «Курай» (1980, повеçе темиçе чĕлхе куçарнă);
  • «Тамăк»;
  • «Вторая жизнь» (1953);
  • «Живыми в землю не ложатся» (1968);
  • «Экзамен» (1970);
  • «Войди в мой дом»;
  • «Прошу слова»;
  • «Тихо: идут экзамены» т. ыт. те.

Режиссёр ĕçĕсем

  • «В краю ста тысяч песен» (1968);
  • «Шаги автономии» (1969);
  • «Знакомьтесь: Чебоксары»;
  • «Имени Максимова»;
  • «Обида»;
  • «Стальная вера»;
  • «Поющее сердце»;
  • «Хлеб в дорогу»;
  • «Чувашская легенда»;
  • «Чувашская рапсодия»;
  • «Чувашские узоры»;
  • «Юные моряки» т. ыт. те.

Асăрхавсем

Вуламалли

Чăвашла
Вырăсла
  • Тимуков, А. Н. Погильдяков Вениамин Васильевич // Краткая чувашская энциклопедия. — Шупашкар: 2001. — С. 327.
  • Дмитриев, А. Зов курая // Советская Чувашия. — 1986-09-16.
  • Плотников, Ю. И в книгах, и на экране… // Молодой коммунист. — 1976-09-18.

Каçăсем