Пĕтерекен хĕрарăм (фильм, 2002)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пĕтерекен хĕрарăм (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

«Пĕтерекен хĕрарăм» (фр. Femme Fatale) — Брайан Де Пальма режиссёрăн 2002 çулхи кинофильмĕ.

Пĕтерекен хĕрарăм
Femme Fatale
Фильм постерĕ
Жанр триллер
криминал
детектив
эротика триллерĕ
Режиссёр Брайан Де Пальма
Продюсер Тарак Бен Аммар
Марина Гефтер
Марк Ломбардо
Сценари
авторĕ
Брайан Де Пальма
Оператор Тьерри Арбогаст
Композитор Рюити Сакамото
Ньюэлл Чейз
Патрик Дойл
Кинокомпани Epsilon Motion Pictures
Quinta Communications
Epsilon TV Production
Тăсăлу 114 мин
Бюджет 35 млн долл.
Патшалăх Франци
Çул 2002
IMDb ID 0280665

Сюжет

Тĕп персонажĕ, Лора Эш, ахах-мерчен вăрланă чухне хăйĕн юлташĕсене пăрахса Парижа тарать. Унта вăл хăйĕн пекех хĕрпе тĕл пулать — хĕрĕ хăй çине алă хурать. Лора çакăнпа усă курса хăйне вилнĕскер вырăнне хурса тарса пытанать. Çиччĕ çул иртсен вăл Парижа Лили Уоттс ячĕпе таврăнать, халĕ вăл АПШн Францири çĕнĕ элчин арăмĕ. Çапах та унăн малтанхи юлташĕсем çухалнă ахах-мерчене шырама пăрахмаççĕ…

Рольсенче

Ребекка Ромейн —Лора Эш / Лили УоттсАнтонио Бандерас —Николас БардоПитер Койот — Брюс УоттсЭрик Эбони — Блэк ТиЭдуард Монтаут — РасинРи Расмуссен — ВероникаТьерри Фремон СерраГрегг Генри — Леонард ШиффФиона Курзон — Стэнфилд ФиллипсДэниэл Милграм — Пьер / БертандерЕва Дарлан — ИрмаЖан-Мари Фрин —ЛуиДэнис ХэккерМэттью Геци элчелĕх хуралçи


Кăсăк фактсем

  • Фильм йыхравĕ: «Nothing is more desirable or more deadly than a woman with a secret»
  • Малтан Лора рольне Ума Турмана сĕннĕ, анчах та вăл ун чухне йывăр çын пулнипе йышăнайман.
  • Ӳнер ĕçне 2001 çулхи пушăн 12-мĕшĕнче 30-35 млн долл. бюджечĕпе тытăннă
  • Францире — Парисере татаи Каннăра — хайланă.

Хушма хыпар

  • Çул ӳсĕмпе чараксем (MPAA рейтингĕ): рейтинг R
  • Фильмăн тĕнчери премьери: ака, 30 - 2002
  • Фильмăн Раççейри премьери: çурла, 1 - 2002 («West»)
  • Фильм кинопрокачĕ: Вест
  • АПШ-ри тупăш: 6 630 252 долл.
  • Тĕнчери тупăш: + 10 208 658 = 16 838 910 долл.

Каçăсем

Ку кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.