Пăнчă (çырулăх палли)
Пăнчă — çырулăхра тĕрлĕ тĕллевсемпе усă куракан паллă. Функцисене кура чарăну палли е орфографи палли шутланать.Пăнчăна чăваш чĕлхинче çак тăрăмсенче усă кураççĕ.
- Пуплерĕш вĕçленнине палăртма (кун чухне вăл пунктуаци палли пулать).
- Сăмаха кĕскетнине палăртма (кун чухне вăл орфографи палли пулать).
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/2/27/Full_stop.svg/220px-Full_stop.svg.png)
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
Çавăн пекех пăнчă ытти хăшпĕр кăткăс чарăну паллисен (кăшкăру палли, ыйту палли, икĕ пăнчă, виçĕ пăнчă, пăнчăлăх, ...), кунсăр пуçне, Ёё саспаллин те, элеменчĕ пулса тăрать . Анчах ун пек йышра чухне ăна чарăну палли е пунктуаци палли теейместĕн.
Пăнчă паллă математикăра
Пăнчă паллăна математикăра икĕ тĕслĕхре уса курнине палăртмалла.
— Хутлассин паллисенчен пĕри пек.
Сăмахран,
.
— Функцин символĕ (саспалли) тăрринче чух — вăхăт тĕлĕшĕнчен илнĕ тăхăма пĕлтерет, унта икĕ пăнчă пулсан — çавнашкал иккĕмĕш тăхăм.
Ньютонăн нотацийĕпе килĕшÿллĕн, вăхăта кăтартакан t улшăнавçăллă y функцин t тĕлĕшĕнчи пĕрремĕш тăхăмĕ çапла çырăнать
(пăнчăллă игрек тесе вулаççĕ)
Çÿлерех шайри тахăмсемшĕн пăнчăсене ытларах лартма тивет
(икĕ пăнчăллă игрек, виçĕ пăнчăллă игрек тесе вулаççĕ).
Çавăн пекех пăхăр
- Пунктуаци