Орлов Пётр Иванович

Орлов Пётр Иванович (паспортри хушамачĕ Иванов) (1880, утă, 20, Уравăш ялĕ, Хусан кĕперни — 1959 çул, Уравăш ялĕ, Чăваш Ен, Вăрнар районĕ) — чăваш сăвăçи, халăх пултарулăхне пухаканĕ, Н.И. Ашмаринăн корреспонденчĕ[1].

Пётр Орлов
Çуралнă чухнехи ят: Иванов Пётр Иванович
Çуралнă вăхăт: 1880, утă, 20
Çуралнă вырăн: Уравăш ялĕ, Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт: 1959
Вилнĕ вырăн: Уравăш ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР
Гражданлăх: ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, фольклорист
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Кун-çулĕ

1880 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хусан кĕпернине кĕнĕ (халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕ) Уравăш ялĕнче çуралнă.

Малтан Элĕкри иккĕ класлă шкулта вĕреннĕ. Кайран Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хăйĕн пĕлĕвне ӳстернĕ. Тутарстанăн Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнчи ачасене вĕрентнĕ.

Халăх тăшманĕ ятне илнĕ[2], 1953 çулта вара таса ятне тавăрнă.

1959 çулта вăл тăван ялтах çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

Пётр Иванович сăвăсем, такмаксем, «Уравăш» поэмăна çырнă. Октябрь революцийĕ хыççăн чăваш ачисене пуçламăш классенче вырăс чĕлхине вĕрентмелли вĕренӳ кĕнекисене те çырнă.

Вуламалли

Асархавсем

Каçăсем