М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕ


М. В. Ломоно́сов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕ (МПУ) — Раçҫейри чи пысăк аслӑ вĕренӳ шкулĕ, ҫӗршывăн ăслăлӑхпа культура центрĕ, Раççейĕн ватă университечĕсенчен пĕри.

Мускав патшалăх М. В. Ломоносов ячĕллĕ университечĕ
(М. В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ)
Тăван çĕлĕк«Московский государственный университет им. М. В. Ломоносова»
ЙыхравНаука есть ясное познание истины, просвещение разума
Никĕсленĕ çулкăрлач, 23 1775
РекторВ.А. Садовничий
Юридици адресĕ119992, Мускав, ГСП-2, Ленинские горы, М.В.Ломоносов ячĕллĕ МПУ
Сайтhttp://www.msu.ru

Университет паян

Тĕп статья: М.В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ тытăмĕ
МПУ-н пĕрремĕш вĕренӳ корпусĕ
Моховая урамĕнчи МПУ çурчĕ

2008 çулта МПУ Тĕнчери университетсен академи рейтингĕнче 70-мĕш вырăна хăпарать. Times Higher Education тĕнче рейтингĕпе килĕшӳллĕ, 2009 çулта МПУ тĕнчери университетсен йышĕнче 155-мĕш вырăа йышăнать[1].

Мускав Университечĕ çурални, аталанни

Мускав Университетне 1755 çулта никĕслени

Университета Елизавета патша хушнипе 1775 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Мускав хулинче М. В. Ломоносовпа И. И. Шувалов граф тăрăшнипе никĕсленĕ. Татьяна кунĕ (кăрлачăн 25-мĕшĕ) МПУ çуралнă кунĕ шутланать.


Мускав Университечĕн Хĕрлĕ лапамри Воскресенский хапха патĕнчи çурчĕ
Университетăн ватă çурчĕн çамки. О.Бове ӳкерчĕкĕ

Мускав Университечĕ XVIII ĕмĕрте

XVIII çĕрçуллăхра университет йышĕнче виç факультет: философи факультечĕ, медицина факультечĕ тата право факультечĕ пулнă. 1812 çулта университет çумĕнче пулас студентсене хатĕрлеме колледж уçнă. 1779 çулта Михаил Херасков Ырă кăмăл пансиона уçать, ăна 1830 çулта гимнази тăваççĕ. Университет прессине Николай Иванович Новиков 1780-мĕш çулсенче йĕркелет. Университетре Раççей империн халăх чи кăмăллакан хаçат — Московские ведомости пичетленсе тухать.

Мускав Университечĕ XIX ĕмĕрте

Университет 1820 ç.

Мускав Университечĕ XX ĕмĕрте

Университет кампусĕ

МПУ Тĕп çурчĕ

Тĕп статья: МПУ Тĕп çурчĕ


1940 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче университета М. В. Ломоносов ятне панă. Университет уйрăмĕсем Севастопольте, Казахстанра, Пущинăра, Черноголовкăра вырнаçнă. МПУн ăслăлах вулавăшĕ — Раççейри чи пысăк вулавăшсенчен пĕри.

Пĕлӳ илнĕ паллă çынсем

Тĕп статья: МПУ-ра пĕлӳ илнĕ паллă çынсем

Университетрен вĕренсе тухнă çынсем хушшинче Нобель парни, Филдс парни лауреачĕсем, паллă политиксем, çав шутра патшалăх ертӳçисем пур.

Вĕренсе тухайманнисем

  • Бальмонт Константин Дмитриевич (1886 çулта кăларса янă — студентсен хумханăвĕсене хутшăннăшăн).
  • Белинский Виссарион Григорьевич (1832 çулта «пултарулăх начаррипе» тата «хавшак сывлăха» пула кăларса янă).
  • Буковский Владимир Константинович (1961 çулта коммунистсене хирĕç ĕç-хĕлшĕн).
  • Бухарин Николай Иванович (1911 çулта революци ĕç-пуçне хутшăннăшăн).
  • Волошин Максимилиан Александрович (исключён за подстрекательство к беспорядкам).
  • Королёва Лидия Георгиевна (университетран 1937 çулта тухса кайнă).
  • Лебедев Артемий Андреевич (университетран 1992 çулта, икĕ курс вĕренсе çитеймесĕр тухса кайнă)
  • Лермонтов Михаил Юрьевич (1832 çулта, икĕ курс вĕренсе пĕтерсен тухса кайнă).
  • Островский Александр Николаевич (1843 çулта тухса каять).

Университет çумĕнче ĕçлеççĕ:

  • Д. Н. Анучин ячĕллĕ ăслăхпа тĕпчев институчĕ тата антропологи музейĕ
  • Çĕр вĕрентĕвĕн ăслăхпа тĕпчев музейĕ
  • Зоологи ăслăхĕпе тĕпчев музейĕ
  • МПУ историйĕн музейĕ
  • Чи ватă Ботаника сачĕ
  • МПУ архивĕ

1992 çулта МПУ ректор ĕç вырăнне В. А. Садовничий академик йышăнать.

Факультетсем

1946-1951 çулсем хушшинче Мускав тулашĕнчи Долгопрудный хулинче МПУн физикăпа техника факультечĕ ĕçленĕ. Халĕ вăл — Мускаври физикăпа техника институчĕ (Патшалăх Университечĕ) ятлă.

Шаблон:МПУ факукльтечĕсем

Институтсем

МПУ ректорĕсем

Университета вĕренсе пĕтернĕ чăваш çыннисем

Çав. пекех

  • Мускав университечĕн ректорĕсемпе директорĕсем
  • М.В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ тытăмĕ
  • Университетский — Татьяна (МПУ 250 çуллăхĕ тĕлне космоса хăпартнă вĕрентӳ спутникĕ)
  • Мускав патшалăх М. В. Ломоно́сов ячĕллĕ университечĕн Ташкент филиалĕ
  • Чĕмпĕр патшалăх университечĕ (малтан МПУ филиалĕ)
  • Иккĕмĕш Мускав патшалăх университечĕ

Вуламалли

А.А.Васькин, М.Г.Гольдштадт Московский университет на Моховой. — Мускав: Спутник +, 2004. — ISBN 978-5-93406-770-1

А.А. Васькин, Ю.И. Назаренко Сталинские небоскребы: от Дворца Советов к высотным зданиям. — Мускав: Спутник +. — ISBN 978-5-9973-0900-6

Асăрхавсем

Каçăсем


{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице