Кури́л утравесем́ — Камчатка çурутравĕпе Хоккайдо утравĕ хушшинчи утрав, мăка пĕккипе Охотское тинĕсе Лăпкă океанран уйăрать. Тăсăлăвĕ — 1200 яхăн çм. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ — 10,5 пин çм²[1][2][3]. Утравсем икĕ параллельлĕ йĕртен тăраççĕ: Мăн Курил тата Кĕçĕн Курил. Вĕсен шутĕнче 30 пысăк тата темĕн чуль вĕтĕ утрав. Вăрçă енчен стратегиллĕ тата экономика паллăхлă шутланать[4].
1905 ç. вырăс-япун вăрçинче парăнсан Раççей Сахалинăн кăнтăр пайне Японие панă.
1945 ç. нарăс уйăхĕнче Совет Союзĕ Сахалинпа Курил утравĕсене тавăрас шутпа, АПШ-па Аслă Британи шантарнипе, Японие хирĕç вăрçа кĕме кăмăл тунă.
1946 ç. нарăс, 2. СССР Аслă Канашĕн Президиумăн хутайĕпе Кăнтăр Сахалинпа Курил утравĕсене РСФСР шутне кĕртнĕ.
1947. Япунсемпе айнсене утравсенчен Японие кăларса янă. 17 000 япунпа паллă мар шутлă айн инкеке лекнĕ.
1952 ç. чӳк, 5. Хăватлă цунами Курилăн мĕнпур çыранне çапнă, чи пысăк инкекĕ Парамушира çитнĕ. Питĕ пысăк хум Северо-Курильск (малт. Касивабара) хулана пĕтĕмпех шăлса кайнă. Пичетре çак катастрофа пирки асăнма чарнă[5].
1956 ç., Совет Союзĕпе Япони официаллă икĕ патшалăха вăрçăран уйăракан тата Японие Хабомаипе Шикотана паракан Пĕрлĕхлĕ килĕшӳ тăваççĕ. Çапах та, килĕшӳ çине алă пусайман: эхер те Итуруппа Кунаширшăн кĕрешме пăрахсан АПШ Японие Окинава утравне тавăрса памастăп тесе хăратнă[6].
Курил утравĕсенче халăх пур çĕрте те пурăнмасть. Пĕрмаях Парамушир, Итуруп, Кунашир тата Шикотан утравĕсенче йăва çавăрнă. 2010 çулăн пуçламăшĕнче 19 пурăнан вырăн: икĕ хула (Северо-Курильск, Курильск), хула евĕр паççулкă (Южно-Курильск) тата 16 ял пулнă.
Атлас Курильских островов / Российская академия наук. Институт географии РАН. Тихоокеанский институт географии ДВО РАН; Редкол.: Котляков В. М. (председатель), Бакланов П. Я., Комедчиков Н. Н. (гл. ред.) и др.; Отв. ред.-картограф Фёдорова Е. Я.. — М.; Владивосток: ИПЦ «ДИК», 2009. — 516 с. — 300 экз. — ISBN 978-5-89658-034-8