Красноярск Енӗ

Красноя́рск Енӗ[1] — Раççей Федерацин Çĕпĕр федераци тăрăхĕнчи субъекчĕ; Тухăç-Çĕпĕр экономика районне кĕрет. Территорипе Раççейре енсенчен чи шултри шутланать. Лаптăкĕ — 2 366 797 км²: кăштах Казахстан е Аргентина территоринчен пĕчĕкрех, Мексикăран пысăкрах пулать.

Красноярск Енӗ

Тĕнчери администрациллĕ-территориллĕ виçесем хушшинче Якутипе Анăç Австрали хыççăн, виççĕмĕш вырăнта.

1934 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче туса хунă. Администраци центрĕ — Красноярск хула. Хальхи чикĕсем Енисей кĕпĕрнин чиккисемпе пĕрех темелле.

Тухăç енче Якутипе тата Иркутск облаçĕпе, кăнтăр енче Тăвапа тата Хакасипе, Кемĕр, Томск облаçĕсемпе, анăç енче Хантă-Манси тата Ямал-Ненец автономи тăрăхĕсемпе чикĕ тытать. Çурçĕрелле Кар тинĕсĕ урлă Архангельск облаçĕпе (Çĕнĕ Çĕр) кӳршĕлле.

Истори

Тĕп статья: Красноярск Енĕн историйĕ


Тахçанхи тапхăр

Авалхи çын çак çĕре малти палеолитра килнĕ тесе çирĕплетнĕ. 28—32 пин çул ĕлĕкрех Афонт тăвĕнче, 4-мĕш Куртакра, Каштанкра, Кова-вăрри, Бражное таврашĕнче çын тăнине палăртнă[2].

Красноярск шыв усравĕн Дербин кӳлмекĕн çыранĕнче чи ĕлĕкех пытарнисене тупнă, вĕсене каргин вăхăчĕн (29—30 пин çул каярах) конощел сивĕтни тапхăрĕнче пытарнă теççĕ[3]. Покровка II (Малый Лог II) патĕнче чакаласа тупнă Homo sapiens тĕсне кĕрекен çынăн çамка шăмми 27740±150 çул выртнă теççĕ.[4]. 18—24 пин çул каярах тапхăрта Ачинская тата Тарачиха таврашĕнче çын тăнă вырăн пулнă. Лиственка патĕнче вара 16,5—10 пин çул каялла тăнă, имĕш.


Бронза ĕмĕренче Андроново ялĕ патĕнче çын вилисене пытарнисене андронов культурине (п. эрч. XVII—IX ĕмĕрсенче) кĕртеççĕ.

Ен администрацийĕ

  • Кĕпереттĕр Александр Хлопонин (юпа, 17 2002)
  • Саккуни тăвакан Пуху Ертӳçи — Александр Усс

Тавралăхĕ

Красноярск Енĕ Енисей çĕр-шывĕн лаптăкĕнче вырнаçнă. Çурçĕрĕнче Çурçĕр Пăрлă океанăн икĕ тинĕсĕн — Карпа Лаптевсен тинĕсĕ хĕррине тухать.

Лаптăкĕ 2 366 800 çм², Раççей территорин 13,86 %.

Ен Якутипе Иркут облаçĕпе тухăçра, Тувапа Хакасипе кăнтăрта, Кемĕрпе Томь облаçĕсемпе, Хантă-Мансипе Ямал-Ненец автономи тăрăхĕсемпе анăçра чикĕ тытать.

Климачĕ

Территориллĕ-администрациллĕ тытăмлăхĕ

15 пин çын ытла пурăнан вырăнсем
2007, кăрлач, 1 тĕлне
Красноярск 927,2 Сосновоборск 30,2
Норильск 209,3 Дудинка 24,6
Ачинск 111,6 Боготол 22,3
Канск 100,3 Берёзовка 21,0
Железногорск 93,9 Енисейск 19,2
Зеленогорск 68,6 Бородино 18,8
Минусинск 67,1 Шушенское 18,7
Лесосибирск 64,4 Иланский 16,3
Назарово 53,9 Ужур 16,1
Шарыпово 38,8 Кодинск 15,0
Дивногорск 30,7

Шыв пуянлăхĕсем

Красноярск енĕ шыв янтă пуррисемпе ырлăхлă тивĕçĕннĕ. Кăнтăртан çурçĕрелле тĕнчери чи пысăк юхан шывсенчен пĕри — Енисей — кĕрлесе шывне куçарать.

Кӳлĕсем

Красноярск енĕнче 323 пин кӳлĕ, анлăшĕ 300 метр ытла тата лаптăкĕ тăхăр гектар ытла. Унсăр пуçне чылай кӳлĕ юр пуян ирĕлнĕ çулсенче çуралать.

Енĕн 86 % кӳлли Поляр çавринче вырнаçнă. Пысăк кӳллисенчен пĕри — Таймăр. Унăн шыв йăлтăрккин лаптăкĕ 4560 тăваткал çухрăм. Урăххисем: Мăн Хантă, Пясино, Кета, Лама.

Енĕн варринче 16 пине яхăн кӳлĕ. Кăнтăр çĕрĕсенче 4 пине ытла кӳлĕ шутланать.

Хăш кӳлĕсен шывĕпе сипленме те юрать. Вĕсем çаксем: Ладейное, Шира, Учум, Такар, Инкуль, Иткуль, Кăсăкуль итата урăххисем те.

Юханшывсем

Мана юханшывĕ.
ЯчĕТăрсăлăвĕ, çмШыв лаптăкĕ
км2
Çулти вăтам
усă курни, м3
Çулти вăтам
юхăм калăпăшĕ, çм3
Енисей (юханшыв)3487258000018600591
Ангара (юханшыв)179910390004390138
Кан (юханшыв)629369002868,92
Мана (юханшыв)47593209853,11
Тупă (юханшыв)1193690077124,5
Оя (юханшыв)25453006321,99
Сыда (юханшыв)20744502830,89
Сым (юханшыв)699316002447,7
Мăн Пит (юханшыв)415217002387,51
Курейка (юханшыв)8884470072422,8

Çут çанталăка упраасси (Экологи)

Управлăхсем

Ӳкерчĕк:1 stolb.jpg
Управлăх "Юпасем"

Красноярск енĕнче пиллĕк управлăх йĕркеленĕ. Вĕсен пур çĕрĕн лаптăкĕ 8,8 млн га, ку вара енĕн 3,8% территорийĕ пулать.

  • Юпасем (управлăх)
  • Тунгус метеорит управлăхĕ
  • "Шуша хырлăхĕ" — наци паркĕ

тата урăх.

Енре 2 млн га анлăшлĕ 25 яваплă управ туса хунă. Малашне тата 2 млн га лаптăк калăпăшлĕ 44 заказник уйăрса тума ĕçлĕ шухăш пур.


Халăх йышĕ

Ненецсем. 1860-мĕ çулсем

2002 ҫулта Красноярск Енӗнче ҫакнашкал тӗрлӗ халӑн пурӑннӑ[5]:

  1. Вырăссем — 88,95 %
  2. Украинсем — 2,31 %
  3. Тутарсем — 1,5 %
  4. Нимĕçсем — 1,24 %
  5. Азербайджансем — 0,66 %
  6. Белоруссем — 0,61 %
  7. Чăвашсем — 0,57 %
  8. Нацине кăтартманнисем — 0,51 %
  9. Эрменсем — 0,37 %
  10. Мордвасем — 0,25 %
  11. Ненецсем — 0,21 %
  12. Марисем — 0,17 %
  13. Хакассем — 0,16 %
  14. Эстунсем — 0,14 %
  15. Кăркăссем — 0,13 %
  16. Пушкăртсем — 0,13 %
  17. Молдавансем — 0,13 %
  18. Таджиксем — 0,12 %
  19. Удмуртсем — 0,11 %
  20. Латышсем — 0,10 %
  21. Узбексем — 0,09 %
  22. Казахсем — 0,09 %
  23. Поляксем — 0,08 %
  24. Якутсем — 0,08 %
  25. Лезгинсем — 0,07 %
  26. Литвасем — 0,07 %
  27. Чикансем — 0,07 %
  28. Грузинсем — 0,06 %
  29. Еврейсем — 0,06 %
  30. Осетинсем — 0,06 %
  31. Нганасансем — 0,05 %
  32. Тувинсем — 0,05 %
  33. Кетсем — 0,05 %
  34. Корейсем — 0,04 %
  35. Бурятсем — 0,04 %
  36. Чеченсем — 0,03 %
  37. Грексем — 0,03 %
  38. Латгальсем — 0,03 %

Хуçалăхĕ

Хăватлăхĕ (энергетика)

Красноярск ГЭСĕ.

Тĕслĕ металлурги

Машинă тăвакан тата металл ĕçлĕхĕ

Красноярскри комбайн завочĕ.

Химиллĕ промăçлăх

Атăмлă промăçлăх

Урăх промăçлăх

Транспортăн инфраструктури

Ӳкерчĕк:Емельяново АП 1.jpg
Тĕнче аэропорчĕ "Емельяново"

Этеплĕх

Красноярск енче ĕçлеççĕ:

  • 12 профессиллĕ театр тата Красноярск ен филармонийĕ;
  • 124 ача-пăча кĕвĕ, ӳнерлĕх, хореографиллĕ тата пултарулăх шкулĕсем;
  • 1192 енри патшалăх тата муниципаллă вулавăш;
  • 49 музей
  • 148 кинотеатрпа кино кăтартмалли хатĕр
  • Красноярск циркĕ

Театăрсем

Красноярск ен территоринче çак театăрсем пултараççĕ:

  • Красноярск А. С. Пушкин ячĕллĕ драма театăрĕ;
  • Красноярск патшалăх кĕвĕ камит театăрĕ;
  • Красноярск патшалăх оперăпа балет театăрĕ;
  • Красноярск патшалăх çамрăк куравçă театăрĕ;
  • Красноярск енĕн пукане театăрĕ;
  • Лесосибирск хула театăр «Шырав»;
  • Норильск Поляр лешьен Вл. Маяковский ячĕллĕ драма театăрĕ
  • Минусинск драма театăрĕ.

Красноярск ен театăрĕсенче çак паллă артистсем вăй хунă: Г. С. Жжёнов тата И. М. Смоктуновский — Норильск Поляр лешьен Вл. Маяковский ячĕллĕ драма театăрĕнче. Иннокентий Михайлович Смоктуновский Красноярск А. С. Пушкин ячĕллĕ драма театăрĕ çумĕнчи студире хевте пĕлӳне ӳстернĕ. Д. А. Хворостовский Красноярск патшалăх оперăпа балет тевтăрĕнче юрланă. Минусинск драма театăрĕн сцени çинче В.Г. Ян (Янчевецкий) çыравçă хăйĕн пьесисене лартнă (вылянă та).

Музейсем

Спорт

Красноярск енĕнче 5299 спорт хатĕрĕллĕ тĕп ĕçлет. 2007 çулта красноярск спортсменĕсем пĕтĕм раççей тата тĕнче ăмăртăвĕсенче 116 медале çĕнтерсе илеççĕ. 2007 çулта енре 360 вырăнти спорт йышлă халăхлă турнир, 20 ытла пур раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртăвĕсене ирттернĕ.

Çулçӳревлĕх

1978 çулта Австрире 4-палубăллă "Антон Чехов" теплоходне тунă, халĕ вăл Енисей тăрăх Красноярскран Игаркăна çити круиз туса çӳрет.

Чылай çулçӳревçĕ Шушенское çине пырать, «Саян унки» тĕнче кĕвĕ-юрă этнос фестивальне хутшăнать.

XIX ĕмĕрте Раççейĕн чи паха уес хули шутланнă Енисейск хулин те çулçӳревлĕх пуласлăхĕ тупăçлă.

Вуламалли

  • "Итоги социально-экономического развития Красноярского края в 2007 году".// Администрация Красноярского края. Красноярск. 2008 год.
  • Безруких, В. "Физическая география Красноярского края" // Красноярское книжное издательство. Красноярск, 1994
  • Корытный, Л.М. "Реки Красноярского края" //Красноярск, 1991.
  • Е.Е. Михеева, В.Е. Михеев, И.В. Плющ. "Водные ресурсы Енисейского региона" // Красноярск, 2004.
  • Н.Н. Урванцев. "Таймыр – край мой Северный" //Мускав, Мысль, 1978.

Асăрхавсем

Каçăсем