Кемпер (хула)

Кемпе́р (фр. Quimper, брет. Kemper) —Франци анăçĕнчи Бретань хули, Финистер департаменчĕ, Кемпер тăрăхĕ. Яланхилле регионăн тĕп хули — Корнуай. Бретанин анăçĕнче, Стейр, Оде тата Же юханшывсем пĕрлешнĕ çĕрте вырнаçнă (бретоньле Kemper — «юханшывсен пĕрлешĕвĕ»). Таса Корентин никĕсленĕ мăнаçтăр çумĕнчи ялран пуçланса кайнă.

Кемпер

Халăх

Йышĕ — 64 пине яхăн. Текстиль тата хими промăçлăхĕн центрĕ. Çаплах кемпер фаянсĕпе паллă. Хулара Университетăн Технологи институчĕ ĕçлет.

Кемперте çулсерен Корнуай фестиваль пуçтарăнать.

Кемперăн тăванлă хулисем


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.