Ефремов Михаил Олегович

Ефремов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Михаи́л Оле́гович Ефре́мов (1963 çулхи чӳкĕн 10-мĕшĕнче Мускавра çур.) — совет тата раççей театрпа кино актёрĕ. Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1995)[1].

Михаил Ефремов
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Михаил Олегович Ефремов
Çуралнă вăхăт: 1963 çулхи чӳкĕн 10-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Мускав, СССР
Гражданлăх: ССРП РФ
Професси: XX - XXI ĕмĕрсенчи СССР, Раççей актёрĕ, телеертӳç
Карьера: 19762020
Чыславсемпе парнесем:
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ
Раççей Федерацин патшалăх парни — 2001

Пайăр пурнăç

Михаил Олегович Ефремов — мухтавлă чăваш çуттатуртавçин Иван Яковлевич Яковлевăн (1848-1930) тÿрĕ тăхăмĕ. Ак çак йĕрпе пырать кăк тымарĕ: И.Я.Яковлев — Л.И.Некрасова — А.А.Некрасова — А.Б.Покровская — М.О.Ефремов.Актёр пĕрре çеç мар авланнă. Улттă ача ашшĕ[2] (Паллах, улттăшĕ те И.Я.Яковлевăн тÿрĕ тăхăмĕсем пулаççĕ).

  • Пĕрремĕш арăм — Елена Гольянова (1964 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче çур.), актриса.
  • Иккĕмĕш арăм (çырăнмасăр пурăннă) — Ася (Асия) Воробьёва (Бикмухаметова), филолог, редактор. МПУ филологи факультетĕнче вĕренсе тухнă. «Современник» театрта литература редакторĕ пулса ĕçленĕ[3]. Асияпа Михаил нихçан та мăшăрланман. Асия Никитăна çуратсан, Михаил хăй те, унăн чаплă ашшĕ Олег Ефремов та, амăшĕ те тӳрех Никитăна пирĕн тесе йышăннă[4].
    • авланмасăр çуратнă ывăл — Никита Ефремов (1988 çулхи çăвăн 30-мĕшĕнче çур.), «Современник» театрĕн актёрĕ[4].
  • Виççĕмĕш арăм — Евгения Добровольская (1964 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче çур.), актриса, Раççей Федерацин халăх артисчĕ (2005). Михаилпа Евгения 1989 çулта мăшăрланнă[4].
    • Ывăл — Николай Ефремов (1991 çулта çур.), актёр, «Белая гвардия» телесериалта вылянă.
  • Тăваттăмĕш арăм — Ксения Качалина (1971 çулхи çăвăн 3-мĕшĕнче çур.), актриса.
    • Хĕр — Анна-Мария (2000 çулхи юпан 14-мĕшĕнче çур.).
  • Пиллĕкĕмĕш арăм — Софья Кругликова, сасă режиссёрĕ. 1996 çулта Гнесинсем ячĕллĕ Раççей мусăк академинче (сасă режиссури кафедри) вĕренсе тухнă . 2005 çултанпа Мускаври Хальхи ӳнер институчĕн мусăк факультетĕнче вĕрентет[5].
    • Хĕр — Вера.
    • Хĕр — Надежда.
    • Ывăл — Борис.

Асăрхавсем

Каçăсем