Венăри тĕплĕх биржи
Вена тĕплĕх биржи (Wiener Börse AG, WBAG) — тĕнчери ватă тĕплĕх биржисенчен пĕри, Австрири пĕртен-пĕр сутă-илӳ вырăнĕ, Вена хулинче вырнаçнă. Кунта акцисене, облигацисене тата деривативсене сутаççĕ-туянаççĕ. 1771 çулта майра императăр Мари Терезă патшалăх облигацийĕсемпе сутăç тума йĕркеленĕ. Харпăр компани шутланать.
- Сутă-илӳ калăпăшĕ: $48 468 млрд (2005).
- Листинг: 110 компани (2006).
- Капитализацийĕ: $157 358 млрд.
- Тупăçĕ: 8,12 млн евро (2004).
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/7/78/WienerB%C3%B6rse01.jpg/220px-WienerB%C3%B6rse01.jpg)
Тĕп индексĕ WBI (Wiener Boers Index) — тĕплĕх биржири компанисен акцисен тăрăмне кăтартать.
Пулса иртнĕ ĕçсем
- 1873 çулхи çу, 9 масштаблă спекуляцисене пула биржăра синкерлĕх пулать, ун хыççăн Пĕрремĕш аслă депресси (тепĕр ятпа Тăсăлăвлă депресси тенĕ) пуçланать, вăл 1896 çула çити пырать. Биржăри сутă-илӳсене чарса лартнă, малтанхи сутă-илӳ çаврăнăшне ĕмĕрсем куçăмĕнче çеç тавăрăннă.
- 2000 кĕркунне биржă историнчи чи пысăк сутăç ĕçне иртернĕ — Telekom Austria AG компани 14 млрд австри шиллингĕ ($900 млн яхăн) чухлĕ хăйĕн акцийĕсене вырнаçтарнă.
Çавăн пекех пăхăр
- Тĕплĕх биржисен шучĕ
- Европа тĕплĕх биржисен шучĕ
- Компании, имеющие листинг акций на Венской бирже
Каçăсем
🔥 Top keywords: Тĕп страница164170987175819381395Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи494510 çулÇу, 2400 çулИншааллахВикипедиВикипеди:Википеди çинченНибелунг унки4071280Пулăшу:Тупмалли5931228ПулăшуЯтарлă:Свежие правкиДрозд Максим Георгиевич660Википеди:Википеди ăшлăхĕВикипеди:ХыпарсемВикипеди:КанашлуГотсемЛазер1210.myВикипеди:ПорталПельш Валдис Эйженович1282ЙĕкевIКăшăл (спорт хатĕрĕ)