Белуджистан

Белуджиста́н — Белуджистан территорийӗ ҫинче вырнаҫнӑ Пакистан провинцийӗ. Вӑл ҫӗршывӑн анӑҫ енче, Иранпа юнашар вырнаҫнӑ. Ҫыранӗсем Инди океанӗ хӗррине тухаҫҫӗ. Халӑх йышӗ — 7 миллион ҫын. Ытларах енӗпе кунта белуджипе пуштун халӑх ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ. Патшалăх шайӗнчи тӗн — ислам. Провинци 347 190 км² лаптӑк йышӑнать. Администраци Кветта хулинче вырнаҫнӑ. Арави тинӗсӗ хӗрринче, провинцин кӑнтӑр-анӑҫ енче, регионӑн чи пысӑк порчӗ — Гвадар — ларать.

Администрациллĕ пайлану

Белуджистан провинцийӗ 30 тăрăхран тытăнса тӑрать:

  1. Аваран
  2. Бархан
  3. Болан
  4. Вашук
  5. Гвадар
  6. Дера-Бугти
  7. Джафарабад
  8. Джхал-Магси
  9. Жоб
  10. Зиарат
  11. Калат
  12. Кеч
  13. Кветта
  14. Кохлу
  15. Кила-Абдулла
  16. Килла-Сайфулла
  17. Ласбела
  18. Лоралай
  19. Мастунг
  20. Мусахель

Çав. пекех

  • Мекран

Литература

  • Белуджистан // [Б (Blanc) порох — Бомба]. — СПб. ; [М.] : Тип. т-ва И. Д. Сытина, 1911. — С. 451—453. — (Военная энциклопедия : [в 18 т.] / под ред. В. Ф. Новицкого … [и др.] ; 1911—1915, т. 4).
  • Белуджистан // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1891. — Т. III. — С. 382—384.

Асăрхавсем