Ахмад Шах Массуд

Ахма́т Шах Массу́д (дари احمد شاه مسعودAhmad Šāh-e Mas'ūd, тадж. Аҳмадшоҳи Масъуд, Ahmadshohi Mas’ud; авăн, 1, 1953авăн, 10, 2001) — афган çапăçу командирĕ, Афганистанăн хӳтĕлев министрĕ (1992—1996), таджик. Витлевĕ — Панджер арăсланĕ (дари شیر پنجشیرŠēr-e Panjšēr, тадж. Шери Панҷшер, Sheri Panjsher). Массуд — витлев (лакап), арапла «Телейлĕ» пулать, ăна вăл 1975 çулта Панджер пăлхавĕ — Ăфганистанри ислам оппозицин хĕçпăшалпа пĕрремĕш ăстрăм çĕкленнĕ хыççăн тивĕçнĕ. Афган хĕçпăшалланнă оппозицин, çаплах çак «АИП» - «Шурройи-е-Незор» партин хĕçпăшалланнă çуначĕн ертӳçисенчен пĕри.

Ӳкерчĕк:Massoud, the cult.jpg

Кун-çулĕ

Панджшер ту хушăкĕнче, Кабулран çурçĕр еннелле вырнаçнă Джангалак кишлакĕнче, патша полицин Дост Мохамед Хан полковникĕн çемьинче çуралнă.[1] Таджик. Эстегель (перс. اﺳﺘﻘﻼﻝ — «Пăхăнманлăх») кабул лицейĕнче пĕлӳ илнĕ.

1970 çулта — 17 çул тултарнă Ахмат Шах хăйне валли Массуд («телейлĕ») суя ята илет.[2]

1973 çулта Кабулри политехника инститне (çурт-йĕр тăвам тата архитектура факультечĕ) вĕренме кĕнĕ, анчах та Дауд тиккĕн пăтăрмахĕ хыççăн 1973 çулта Пакистанри Пешавара тухса каять, унта Рăппанин ислам оппозици ĕçне хутшăнать.

1975 çулта Дауд диктатурине хирĕç çĕкленнĕ ăнăçсăр Панджшер пăлхавне хутшăнать [3]. Ахмат Шах, суранланнă урипе, кукурусă уйĕнче пытанса юлать те аресрен хăтăлать — салтаксем унпа юнашарах иртсе кайнă.

Афган вăрçин (1979—1989) ветеранĕ. Ăна хирĕçле совет çарĕсем 9 вăрçă операцине иртернĕ.

Ахмат Шах Масут 1988 çулта хăйĕн çывăх пулăшав çынăн хĕрне качча илнĕ. Вĕсем ултă ача çуратнă, пĕри — ывăл (Ахмат)[4], вăл иранри Мешхед хулинче вĕреннĕ.[2]

Моджахедсен командирĕсенчен пĕри, вăл 1982 çулта (Андропов тытса пыма тытăннă чухне) совет çарĕсемпе вăрçма чарăнма хатĕр пулнă. (Фалин асилнипе: «Вăрçă разведчикĕсем каласа панипе, Массудăн Кабулра правительствăна ертсе пыма та кăмăл пулнă, эхер те ăна ирĕк парсан, тепĕр 6-8 уйăхран Афганистан тăнăçа çитет»[5].)

Раббанипе пĕрле 1990-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Çурçĕр Ăвханистанра пуштун мар уйрăм патшалăхне тăвасшăн Афганистанăн ислам пĕрлĕхĕ партине ертсе пырать.

1989 çулта совет çарĕ Афганистанран тухса кайсан 2,5 миллион таджик пурăнан Афганистанăн çурçĕр-тухăçĕнчи пăхăнман региона (Парван, Тахар, Баглан, Бадахшан провинцисене) «Масутистан» патшалăхне туса хурать (тĕп хула — Талукан), унăн правительство ĕçленĕ, укçасем çӳретнĕ, 60 пине таран хĕçпăшаллă салтак пулнă.

1992 çулта Массудпа тата Дустум çарĕсем Кабула кĕреççĕ те Наджибулла правительствине салатса яраççĕ; Масут хӳтĕлев министрĕ пулса тăрать. Вара вăл Кабул тулашĕнче тăракан Гульбеддин Хекматиярпа тытăçма тытăнать.

1994 çулхи кăрлач уйăхĕнче Гульбеддин Хекматияр Дустум генералпа пĕрле Ахмат-Шах Массуда хирĕç Кабулшăн кĕрешме тытăнать. Тĕп хулана артиллери пенипе 4 пине яхăн тăнăç пурнан халăх пĕтет[6].

1996 çулта талибсем Афганистанра влаçа ярса илсен «Массудистан» чĕрĕлет те Çурçĕр альянсĕ йышне кĕрет, унăн пуçлăхĕ Массуд пулса тăрать.

1999 çултанпа ЦРУ-па çывăххăн ĕçлет[7]. 2001 çулхи авăнăн 9-мĕшĕнче Массуд çине журналист евĕр пулса интервью илме пынă вилĕмçĕ-террористсем видеокамерăна сирпĕнчĕк хатĕрне хурса тапăннă. Ахмат Шах Массуд сурансем йывăр пулнипе тепĕр ирхине, авăнăн 10-мĕшĕнче вилет[8].

Хăшпĕррисем каланипе, Ахмат Шах Массуда американ ятарлă хĕсмечĕсемпе бен Ладена пĕтермешкĕн çыхланнăшăн бен Ладен хушнипех вĕлернĕ теççĕ.[9].Кĕçех, Çурçĕр альянсĕ тапăнса пынипе АПШ тата унăн тамăрĕсен террора хирĕçле операцие ирттернĕ хыççăн талибсен влаçĕ Афганистанра вĕçленет, «Массудистан» та пăчланать.

Тĕкĕртсен йышĕ

Характеристика

Ахмат Шах Массуд мавзолейĕ (Базаракран 8 çухрăмра.)

Çар генералĕ Валентин Варенников пĕлтернипе, Наджибулла, Афганистан президенчĕ, Ахмат Шаха пĕтерме йăлăннă, анчах та В. И. Варенников çакăнпа килĕшмен. Эп ăна: «Ахмат Шах Массуд, ытти ертӳçсемпе танлаштарсан — пач урăх фигура, вăл патшалăхшăн тăрать». Ун хыççăн халăх утать, халăх ăна шанать, таджиксем пурăнакан çурçĕр енче унăн авторитечĕ çав тери пысăк. Тарăху унăн куçне хупламан, унпа йĕркеллех калаçса татăлма пулать»[14].

Кăсăк фактсем

  • Ахмат Шах Массуда вĕлернĕ хыççăн тепĕр кунне Çурçĕр Америкăра террор акчĕсем пулса иртнĕ.

Асăрхавсем

Каçăсем


Шаблон:Афган моджахечĕсен ертӳçисем