Аракс (юханшыв)
Аракс, — Кавказхыçĕнчи юханшыв, Кура юханшывĕн тĕп юппи.
Араксăн вăтам юхăмĕн чылай тăршшĕ тăрăх Арменипе Азербайджанăн Турципе Иран хушшинчи чиккисем иртеççĕ. Аракс бассейнĕ шутне Армени лаптăкĕн 76% кĕрет. Юханшыв тăршшĕ 1072 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 102 пин км2. Юханшыв тăрăх карапсем ишме пултараймаççĕ.
Аракс юпписем: Ахурян, Севджурпа Касах, Раздан, Арпа, Азат, Веди, Воротан, Сарысу, Карасу, Арпачай, Нахичеванчай, Акера, тата ыттисем.
Юханшыв хĕрринче Джульфа, Ордубад, Мегри, Агарак, Саатлы хулисем вырнаçнă.
🔥 Top keywords: Тĕп страница164170987175819381395Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи494510 çулÇу, 2400 çулИншааллахВикипедиВикипеди:Википеди çинченНибелунг унки4071280Пулăшу:Тупмалли5931228ПулăшуЯтарлă:Свежие правкиДрозд Максим Георгиевич660Википеди:Википеди ăшлăхĕВикипеди:ХыпарсемВикипеди:КанашлуГотсемЛазер1210.myВикипеди:ПорталПельш Валдис Эйженович1282ЙĕкевIКăшăл (спорт хатĕрĕ)