Андреев Кирилл Дементьевич
- Страница
- Сӳтсе яв
Кирилл Дементьевич Андреев | ||||
Ӳкерчĕк:AndreevKik.jpg | ||||
Çуралнă вăхăт | 07 утă 1901(19010707) | |||
---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн | Пăслăк ялĕ Пишпӳлек районĕ Раççей Империйĕ | |||
Вилнĕ вăхăт | 02 кăрлач 1972 | |||
Вилнĕ вырăн | Пишпӳлек Пишпӳлек районĕ Пушкăрт АССР СССР | |||
Пăхăнулăх | ![]() | |||
Хĕсмет çулĕсем | 1941-1945 | |||
Хисеп | ![]() | |||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||
Чыславсем тата парнесем |
| |||
Отставкăра | ![]() |
Кири́лл Деме́нтьевич Андре́ев (1901—1972) — Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăнакан, Воронеж фрончĕн 38-мĕш çарĕн 163-мĕш стрелоксен дивизин 1318-мĕш стрелоксен полкĕн батальонĕн парторгĕ, Совет Союзĕн Паттăрĕ, аслă сержант, чăваш.
Граждан вăрçинче хĕрлисем енче çапăçнă. Çавах ВКП(б) ретне 1941-мĕш çулта çеç кĕнĕ. Мияки районĕнчи "Канаш" ялхуçалăх артельне ертсе пынă. Каярах, Пелепейри вĕрентекенсен училищине пĕтерсен, 1928-141-мĕш çулсенче вĕрентекен, тата Миякипе Пишпӳлек районĕнчи пуçламăш шкулсенче директор пулса ĕçленĕ.
Хĕрлĕ Çара 1941-мĕш çулхи çурла уйчĕнче чĕнсе илнĕ, политĕçтешсен курсĕнче пĕлӳ илсен, авăн уйăхĕнче фронта лекнĕ. Аслă сержант пулнă май 1318-мĕш перевçĕсен полкĕн парторгĕ пулса тăнă.
1943-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Андреев салтаксем ушкăнĕпе Киевран кăнтăрарах Днепр урлă каçнă. Çӳллĕ вырăна йышăнса лайăх хутĕленнĕ хыççăн Андреевăн салтакĕсем пăшалсемпе пулеметсенчен вăйлă пеме тытăнса тăшманăн хӳтĕлевне путарнă. Çавăнпа перевçĕсен ротисем вăрман уçланкине пыма пултарнă.
Гитеровецсем совет салтакĕсене плацдарăмран хăваласа ярас шухăшпа тапăнма тытăнсан, Андреев чи малтан аткăна çĕкленсе фашистсем çине гранатăсем пăрахса хăйĕн çыннисене хавхалантарнă.
Аманнă хыççăн, 1945-мĕш çул пуçламăшĕнче, Андреев лейтенанта запаса янă. Пишпӳлек районĕн ĕçтавкомĕн председатĕлĕ, районта перекет кассине ертсе пынă.
![]() | ||
---|---|---|
А •Б •В •Г •Д •Е •Ж •З •И •Й •К •Л •М •Н •О •П •Р •С •Т •У •Ф •Х •Ц •Ч •Ш •Щ •Э •Ю •Я |