Алçыру

Алçыру, ăна тепĕр майлă манускрипт теççĕ (латинла manuscriptum, manus — алă и scribo — çырас), — пичетлесе мар, алăпа çырнă текстсене пĕлтерет. Анчах та ку ăнлавăн чылай анлăрах пĕлтерĕш те пур[1][2][3]. Урăхла каласан, чăннипе пичетлесе е тата урăхла хатĕрленĕ текстсене те (диктофонпа çырса илни тата ытти те) чылай чухне "алçыру" темешкĕн тивет. Калăпăр, текстологи ĕçĕнче çапларах палăртаççĕ ку ăнлава[4].

А.С. Пушкинăн алçырăвĕ

Ытарлă каларăшсем

  • Алçырусем — çунмаççĕ![5]

Асăрхавсем