Итали, Словени, Хорвати, Черногори, Албани çĕршывсен çыранĕсене хумĕсемпе çапăнать.Кăнтăр енче Отранто тинĕс пырĕпе Ионик тинĕсĕпе çыхăнать.Адриатика тинĕсĕн лаптăкĕ — 144 пин çм2, чи тарăнни — 1230 м.Анăç çыранĕсем çӳллĕ мар, тухăç çыранĕсем — туллă-сăртлă. Тухăç çыранĕ патĕнче Далмаци утравĕсем вырнаçнă. Пысăк заливĕсем — Венеци тата Триест.Шыв температури 24 — 26 °С çурлара, 7 — 13 °С нарăсра. Шыв тăварри — 35 — 38 ‰. Шыв юхăмĕсем пĕрпек мар, çурталăклăскерсем (1,2 м таранччен).