Мари чĕлхи

(Çармăс чĕлхи ҫинчен куҫарнӑ)

Мари чĕлхиФинн-укăр чĕлхисем патне кĕрекен чĕлхе, финн сыпăкĕ. Марисен чĕлхи, Мари Эл республикинче вырăс чĕлхипе пĕрле официаллă чĕлхе шутланать. Марисем калаçаççĕ.

Мари чĕлхи
Тăван ячĕ:Марий йылме
Патшалăхсем:Раççей Федерацийĕ
Регионсем:Мари Эл, Пушкăртстан, Тутарстан, Свердловск облаçĕ, Киров облаçĕ
Официаллă статус:Мари Эл Мари Эл
Классификаци
Категори:Еврази чĕлхисем
Урал çемьи
Финн-укăр турачĕ
Финн-Атăл группи

Тăванла чĕлхесем: ирçĕ, мăкшă

Çырулăх:кириллица (Мари çырулăхĕ)
Чĕлхе кочĕсем
ISO 639-1:
ISO 639-2:
ISO 639-3:
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Диалектсем

Мари чĕлхи виçĕ тĕп диалект çине пайланать — улăх, туçи тата тухăç калаçăвĕсем. Икĕ литература чĕлхи пур: улăх марипа туçи мари диалекчĕсем çинче никĕсленеççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленсе кайнă. Асăннă литература чĕлхисене пĕрлештерес тĕлĕшпе темиçе проект та йĕркелесе пăхнă, пĕри те ăнăçман. Марипа чăваш чĕлхи хăй вăхăтĕнче, вăтам ĕмĕрсенче, тачă çыхăнура тăнă. Çав хутшăнуран паян кунчченех мари чĕлхинче нумай чăваш сăмахĕпе ытти чĕлхе единици сыхланса юлнă. М.Р. Федотов словарĕ тăрăх, ун пек лексема хисепĕ 1 200 яхăн. Чăваш чĕлхинче 200 патне мари сăмахĕ пур.

Алфавичĕсем

1887 çулхи мари алфавичĕ

Улăх мари алфавичĕ

А аБ бВ вГ гД дЕ еЁ ёЖ ж
З зИ иЙ йК кЛ лМ мН нҤ ҥ
О оӦ ӧП пР рС сТ тУ уӰ ӱ
Ф фХ хЦ цЧ чШ шЩ щЪ ъЫ ы
Ь ьЭ эЮ юЯ я

Туçи мари алфавичĕ

А аÄ äБ бВ вГ гД дЕ еЁ ё
Ж жЗ зИ иЙ йК кЛ лМ мН н
О оӦ ӧП пР рС сТ тУ уӰ ӱ
Ф фХ хЦ цЧ чШ шЩ щЪ ъЫ ы
Ӹ ӹЬ ьЭ эЮ юЯ я

Мари чĕлхине кĕнĕ чăваш сăмахĕ сасă тĕлĕшĕнчен пăртак улшăнать: хаяр – аяр, сухан – шоган, уксах – окшак, çамрăк – самырык.[1]

Чăваш чĕлхине мариран килнĕ сăмахсем урăхларах илтĕнеççĕ. Тĕслĕхрен: когыльо – кукăль, кутко – кăткă.

Мари чĕлхине чăвашларан уйрăм сăмахсем кăна мар, грамматика конструкцийĕсем те, вĕсен хушшинче аффикссем кĕнĕ.[2][3]

Сăмах тĕслĕхĕсем [4]

МариллеЧăвашла
кеквлä (кайык)кайăк
комбыхур
лыдыкăвакал
цевечăх
каракула курак
йуксэакăш
оравий (пӧрткай)çерçи, салакайăк
кесиячĕкеç
кäдыкăвакарчăн
шыжвыкшăпчăк
ышкалĕне
ӱшкӱжвăкăр
презыпăру
кесыкачака
шарыксурăх
тäгäтака
патяпутек
имнилаша
масакупа
пирекашкăр
урпакша
моренмулкач, куян
шӱлечĕрĕп
ыдркаюра
каляшăши
ырвыжтилĕ
елăман
арашынгышăна
ангремшыэрешмен
почемышсăпса
лепелепĕш

Хальхи-пулас вăхăчĕ

ПитПĕррелиНумайли
1-ам/-ем-ына/-ена
2-ат/-ет-ыда/-еда
3-еш/-а-ыт/-ат
ПитПĕррелиНумайли
1омона, огына
2отода, огыда
3ок, огешогыт

Иртнĕ вăхăчĕсем

ПитПĕррелиНумайли
1-ым/-ышым-на/-ышна
2-ыч/-ышыч-да/-ышда
3-о (-ӧ, -е)/-ыш-ыч/-ышт
ПитПĕррелиНумайли
1шымышна
2шычышда
3ышышт


ПитПĕррелиНумайли
1-ынам/-енам-ынна/-енна
2-ынат/-енат-ында/-енда
3-ыч/-ышт-ыныт/-еныт
ПитПĕррелиНумайли
1омылогынал, онал
2отылогыдал, одал
3огылогытыл

Хушнă глаголĕ

ПитПĕррелиНумайли
1
2-о, -ӧ, -е-са, -за/-ыза
3-шо, -шӧ, -ше/-ыжо, -ыжӧ, -ыже-ышт
ПитПĕррелиНумайли
1
2итида
3ынжеынышт

Прототипĕ

ПитПĕррелиНумайли
1мый (эпĕ)ме (эпир)
2тый (эсĕ)те (эсир)
3тудо (вăл)нуно (вĕсем)

Асăрхавсем

Каçăсем